Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Лидия Андеевна Горбунова пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 102 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара та ҫитнӗ.
Лидия Андеевна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мӗшӗл ялӗнче кун ҫути курнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл тӑван колхозра вӑй хунӑ. Унтан вӑл фельдшерпа акушер шкулӗнче ӑс пухнӑ, кун хыҫҫӑн Хӗрлӗ Чутай районне ӗҫлеме вырнаҫнӑ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Нина Андреевна ҫемйипе Ҫӗнӗ Шупашкара куҫса килнӗ, вӗсем 2 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӑл 5 мӑнукӗпе, вӗсен 3 ачипе киленсе пурӑнать.
Лидия Горбунова «Ӗҫ вӗтеранӗ» медале тивӗҫнӗ.
Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 2 сехетре Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пурӑнакан 53 ҫулти арҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ. Кил хуҫи малтан ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах вӑйӗ ҫитеймен. Пушарпа кӗрешсе вӑл аллине пӗҫертсе янӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫулӑм унӑн ҫуртне йӑлтах тӗп тунӑ. Пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатӗҫ.
Ӗнер каҫхине, 7 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкарти Пионер урамӗнче те пушар пулнӑ. Унта хуҫасӑр йывӑҫ хуралтӑ ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма часах сӳнтернӗ.
Каласа хӑварар: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 184 пушар тухнӑ. Вӗсенче 9 ҫын вилнӗ, 15-ӗн аманнӑ. Пушарта 33 ҫынна ҫӑлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти усламҫа Арбитраж сучӗ явап тыттарнӑ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл питӗ нумай налук тӳлемен.
Ҫак усламҫӑ – Ҫӗнӗ Шупашкарти строительство компанийӗн пуҫлӑхӗ. Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2014-2015 ҫулсенче 38 миллион та 800 пин тенкӗ налук тӳлемен. Усламҫӑ тӑратнӑ декларацисенче суя информацисем пулни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Суд усламҫа тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн патшалӑх службинче икӗ ҫул должноҫ йышӑнма юрамӗ. Хальлӗхе ун тӗлӗшпе вуланӑ приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм пӳлӗм тара парасшӑн пулнӑ, анчах ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Нарӑсӑн 29-мӗшӗнче ун патне арҫын шанкӑравланӑ. Хайхискер урӑх хулара Инкеклӗ лару-тӑру министерствин тытӑмӗнче ӗҫлет-мӗн. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫитес вӑхӑтра 1,5 ҫуллӑха Ҫӗнӗ Шупашкара командировкӑна яраҫҫӗ, ҫавӑнпа ӑна пӳлӗм кирлӗ.
Хайхи ҫын 2 уйӑхшӑн тӳлесе хума шантарнӑ. Анчах хӗрарӑмӑн ведомствӑн бухгалтерӗпе ҫыхӑнмалла, унран реквизичӗсене пӗлмелле-мӗн.
Пӳлӗм хуҫине банкомат патне пыма, суя бухгалтерӑн телефон номерне карточка ҫумне ҫирӗплетме ыйтнӑ. Ку укҫа куҫарнине йӗрлеме кирлӗ имӗш.
Хайхи арҫын онлайн-банк тытӑмне кӗмелли май туса ҫак хӗрарӑм ячӗпе кредит илнӗ. Тӑкак 372 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 15 ҫулти хӗрачана япӑх пулса кайнӑ. Ачан пуҫӗ ҫаврӑннӑ, ӑш хыпнӑ, ӑшӗ пӑтраннӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ун патне 8 минутран ҫитнӗ.
Алексей Сурнаев фельдшер хӗрачана часрах пӗрремӗш пулӑшу панӑ. Унтан ачана машинӑна хурса пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑхӑтра пулӑшу пани ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Унӑн сахӑр диабечӗ пулнӑ.
Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, чылай чухне ашшӗ-амӑшӗ ҫак чирӗн пӗрремӗш паллисене шута илмест, ача кайран реанимацие лекет. Шӑпарлан нумай ҫиет, анчах хӑвӑрт начарланать, яланах шыв ӗҫет, «пӗчӗккипе» нумай каять пулсан тухтӑр патне ҫитмеллех.
«Вятка» ҫулӑн Кӳкеҫрен Ҫӗнӗ Шупашкара каякан пайӗ ванса пӗтнӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кугеси/ Общественный совет пос. Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ/Халӑх канашӗ) ушкӑнра пӗлтернӗ.
«Автомашинӑна юратакан юлташсем, ҫулсем халӗ питӗ начар. Ҫӗнӗ Шупашкара «Вяткӑпа» кайнӑ чухне Ирбис заправка патӗнче асӑрханӑр. Ун патне ҫитиччен пысӑк кӳлленчӗк (ҫул варринче таран шӑтӑк) пур. Кайран кӗпер хыҫҫӑн каллех тарӑн шӑтӑк, ҫул варринче те ҫавӑн пек путӑк. Ҫӗнӗ Шупашкара кӗрес умӗн, «Ҫӗнӗ Шупашкар» текен паллӑ тӗлӗнчерехре, ҫулӑн сылтӑм тата варринчи пайӗнче тата тепӗр шӑтӑк», — асӑрхаттарнӑ Дмитрий Чекленеров ятлӑ ҫын.
Ку поста вуланисенчен пӗри Кӳкеҫри Совет урамне хурланӑ. Александр Анисимов ҫырнӑ тӑрӑх, район центрӗнчи ҫав ҫула юсанӑранпа ҫулталӑк ҫурӑ ҫеҫ, анчах асфальт ҫурхи шывпа юхать.
Кӑҫал Чӑваш Енре спорта тата вӑй-хал культурине аталантарас тӗллевпе тепӗр 414 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
ЧР финанс министрӗ Михаил Ноздряков пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма укҫан 132 миллион тенкине Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулне реконструкцилес ҫӗре ярӗҫ. Тепӗр 46 миллион тенкипе Шупашкарти «Энергия» стадиона ҫӗнетӗҫ. Унта футбол уйӗ тӑвасшӑн. Пӑрачкаври тата Сӗнтӗрвӑрринчи стадионсене, Ҫӗнӗ Шупашкарти тепӗр стадион тумашкӑн 103 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн.
Ытти укҫапа Владимир Путин наци проекчӗсенче палӑртнӑ ытти енпе тӑкаклӗҫ тата спорт шкулӗсен база техникине ҫирӗплетӗҫ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара, унтан каялла каякан 100-мӗш троллейбуспа ҫӳреме пӗрлехи карточка пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсене сутма тытӑннӑ ӗнтӗ.
Карточкӑна «Пӗрлехи транспорт картти» офисӗсенче туянма пулать. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Офиссем Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра, Шупашкарта Карл Маркс урамӗнчи 52\2-мӗш ҫуртра, Октябрь: 50 урамӗнчи 17-мӗш «А» ҫуртра, Гузовский урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Проездной 900 тенкӗ тӑрать, унпа уйӑхне 60 хутран ытла мар билетшӑн тӳлеме пулать. Аса илтерер: унпа 100-мӗш троллейбуса ҫеҫ ларма пулать. Карточка ҫине Перекет банкӗнче тата Раҫҫей почтинче укҫа хума май пур.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 100-мӗш троллейбус расписанине каллех улӑштарнӑ. Рейссен шутне те улшӑнусем кӗртнӗ.
Малашне троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пар керменӗ патӗнчен 6:28, 6:43, 6:58, 7:13, 09:03, 09:23, 09:43, 10:0315:07, 15:34, 15:59, 16:22, 17:48, 18:12, 18:37 тата 19:04сехетсенче тапранса кайӗ.
Шупашкарта «Университет» чарӑнуран троллейбус 7:45, 8:05, 8:28, 8:45, 13:55, 14:20, 14:45, 15:08, 16:24, 16:46, 17:15 тата 17:45 сехетсенче хускалӗ. Пассажирсем транспорт ӑҫта ҫитнине йӗрлеме пултарччӑр тесе маршрута интерактивлӑ карта ҫине кӗртнӗ. «Умный транспорт» (чӑв. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра 100-мӗш троллейбус курӑнмасть тӗк ӑна ҫӗнӗрен лартма сӗнеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн сайтӗнче Саккунлӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комисси ертӳҫин Игорь Иголкинӑн ҫырӑвне ӗнер пичетленӗ. Унта сӑмах муниципалитет служащийӗсен шалӑвне ӳстересси пирки пырать. Хула пуҫлӑхӗ тата депутатсем ҫапла шухӑшланине палӑртнӑ унта.
Асӑннӑ категорие кӗрекен тӳре-шаран шалӑвӗ пӗчӗкки пирки нарӑсӑн 14-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва Игорь Иголкин (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ) Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ӑсатнӑ.
Политика вӑййине тӗшмӗртекенсем ҫак ҫырӑва провокаци тесе хаклаҫҫӗ. Олег Николаев пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫине чакарма хирӗҫ пулнине, вӑрҫӑ ветеранӗсене республика хыснинчен Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне 25-шер пин тенкӗ пама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ-ха. Социаллӑ пурнӑҫ енчен халӑхӑн сахал хӳтлӗхлӗ пайне пулӑшма тӑрӑшнӑ вӑхӑтра тӳре-шара шалу ӳстерме ыйтни, чӑн та, тӗлӗнмелле пек туйӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |